Тӗрӗссипе, ку тема ҫӗнӗ мар-ха. Калаҫӑвӗ — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе салтак арӑмӗсене патшалӑх ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшни пирки. Паччӑрах-ха, пулӑшчӑрах. Вӗсем те пулин пурте вӑл ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса юлаймарӗҫ — самайӑшӗ леш тӗнчене ӑсанма ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнӑ хыҫҫӑн юрлӑ-варлӑ ӳснисем хӑйсем выҫӑллӑ пурӑннине паян никам та шута илмест тесе пӑшӑрханни вӑрттӑнлӑх мар. Раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ Пӗрлехи йышӑну кунӗнче Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев патне пынӑ ҫынсенчен пӗри, Павел Антонов, та ҫав ыйтӑва хусктанӑ.
Хӑй вӑл Вӑрнар поселокӗнче пурӑать. Унӑн ашшӗ вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайнӑ, тепӗр ҫулхи нарӑсра пуҫне хунӑ. «Ашшӗсем вӑрҫӑран таврӑннӑ манӑн тантӑшсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Вилнӗ аттемӗрсемшӗн эпир пӗр пулӑшу та курман», — тенӗ хӑй те текех ҫамрӑк мар салтак ачи.
Йышӑнӑва пурӗ 12-ӗн пынӑ. Хӑйсен уйрӑм ыйтӑвне хускатакан та, ял нушипе ҫӳрекен те пулнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫав кун, ытти тӳре-шара евӗрех, каҫхи саккӑрчченех йышӑннӑ.
Тепӗр чух хамӑр ачамӑрсене те ачашлама, ырӑ сӑмахпа хавхалантарма вӑхӑт тупаймастпӑр пулӗ. Ҫынсем, ав, ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнисене усрава илсе кил ӑшши пама хирӗҫ мар. Ҫавӑн пек ҫемьесен шутне Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑсри Кузьминсем кӗреҫҫӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье ултӑ ачана усрава илнӗ. Вӗсен тӑван амӑшӗ кӗҫӗнни, Виктория, ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ.
Вӑрнар районӗнчи ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьере кил ӑшши тупнӑ ачасем, ҫав шутра, Виктория та усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне чунтан тав тӑваҫҫӗ. Пӗчӗккӗлле амӑшӗнчен юлнӑ Виктория паян 13-ре ӗнтӗ. Кузьминсен ҫемйинче вӑл чи кӗҫӗнни те чи ачашлани пулин те ачашланса ӳсмест, шкулта аван вӗренет. Нумаях пулмасть Канаш хулинче иртнӗ усрав ҫемьесен уявӗнче Кузьминсем те пулнӑ. Ҫемьери чи кӗҫӗнни, Виктория, унта чӑваш ташши ташласа кӑтартнӑ.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти вӗреннӗ шкул 125 ҫул тултарать. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек ялӗнче вырнаҫнӑ. Уяв раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 10 сехетре пуҫланмалла.
Уяв йӗркелӳҫисемпе хастарӗсем шкулта тӗрлӗ ҫулта ӑс пухнисемпе хӑнасем валли пуян программа хатӗрлессине ӗнентереҫҫӗ. Ҫав шутра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртӗҫ, концерт та пулӗ. Пӗрисем спорт залӗнче тупӑшнӑ вӑхӑтра акт залӗнче савӑнӑҫлӑ пай иртмелле. Юрри-ташшине те унтах кӑтартмалла.
Уява хисеплӗ ҫынсем, пысӑк хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет.
Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук.
Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр.
Ҫак кунсенче иртнӗ Вӑрнар район администрацийӗнче ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ парне тата штраф панипе вӗҫленнӗ. Пӗрисене штрафланӑ, теприсене парнепе хавхалантарнӑ.
Комиси ларӑвӗнче 23 материал пӑхса тухнӑ. Унта ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаннисемпе ҫыхӑннӑ материалсем ытларах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисене хӑйсене кӑна пырса тивекен ӗҫсем те выртнӑ-ха сӗтел ҫинче. Ку ачасем руль умне ларнипе ята кӗнӗ. 18 ҫул тултарманскерсен руль умне ларма ирӗк ҫук пулин те ашшӗ-амӑшӗн машинине хускатса ҫула тухнӑ. Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренекен пӗр ачана ҫавӑншӑн, тӗслӗхрен, 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Комисси ларӑвӗ пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнипе вӗҫленнӗ. Ӑна виҫӗ номинаицпе йӗркеленӗ иккен: «Художество пултарулӑхӗ», «Декораципе прикладной пултарулӑх», «Литературӑпа музыка пултарулӑхӗ». Художество пултарулӑхӗ енӗпе Хапӑсри 6 ҫулти Даша Жебелевскаяпа Полина Змеева ҫӗнтернӗ. Декораципе прикладной пултарулӑхра Нурӑсри ача пахчинчи «Пӗчӗк чӗкеҫ» ушкӑн палӑрнӑ, литературӑпа музыка пултарулӑхӗ енӗпе – Вӑрнарти «Ҫеҫпӗл» ача пахчинчи 6 ҫулти Арсений Николаевӑн ҫемйи.
Регионсем хушшинчи «Хӗрарӑмсем — ӑслӑлӑхра тата вӗренӳре» общество организацийӗ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУ, ЧР Вӗренӳ министерстви тӑрӑшнипе ҫулсерен чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвелти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртет. Ӑна ачасене чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑклантарас, калаҫу культурине, пултарулӑха аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑрнар районӗнчи шкул ачасем унта хастар хутшӑннӑ. Чи маттуррисен ячӗсене район администраци сайтӗнче палӑртнӑ.
Районти шкулсенче ҫаксем ҫӗнтернӗ:
- Ростислав Анисимов (Пӑртас шкулӗ)
- Ольга Васильева (Ҫӗрпел шкулӗ)
- Анастасия Ефремова (Хапӑс шкулӗ)
- Карина Майорова (Уравӑш шкулӗ)
- Диана Михайлова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул)
- Кристина Федорова (Кӑмаш шкулӗ)
- Раиса Чиркова (Вӑрнарти 1-мӗш шкул)
- Полина Петрова (Санарпуҫ шкулӗ).
Ҫӗнтерӳҫӗсене ЧПУри акт залӗнче парнесемпе чысланӑ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ ҫыравҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри леш тӗнчене кайса пыраҫҫӗ. Чӳкӗн 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши преми лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Юрий Григорьевич Айташ (Григорьев) ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ вилнӗ.
Юрий Айташ 1938 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Телекуравпа радиовещанин Чӑваш комитечӗн литература кӑларӑмӗсен редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журналӑн редактор ҫумӗнче, «Хатӗр пул» журналта ӗҫленӗ.
Унӑн пӗрремӗш сӑввисем Хусанти «Ленин ялавӗ» хаҫатра 1960 ҫулта пичетленнӗ. Повеҫсен «Йӗплӗ роза» пӗрремӗш кӗнеки 1969 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Пӗтӗмпе Юрий Айташ — вунна яхӑн кӗнеке авторӗ. Вӑл Пушкина, Лермонтова, Есенина тата ытти хӑш-пӗр ҫыравҫа чӑвашла «калаҫтарнӑ». Айташӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине критика тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев хайлавӗсем ҫырни те ҫирӗплетет.
Юрий Айташпа паян Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче сыв пуллашрӗҫ.
Чӳкӗн 6-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Сӑнарпуҫ ялӗнче пурӑнакан Михаил Платонович Платонов (Солдатов) 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ.
100 ҫулти Михаил Платнович хӑнасене тарават кӗтсе илнӗ. Ҫак ҫула ҫитсен те вӑл хаҫат куҫлӑхсӑр вулать. «Вилӗм унран хӑраса вӑрҫӑрах тарнӑ», — шӳтлет ветеран. Ашшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ чухне амӑшне ҫапла каланӑ: «Ывӑл ҫуралать пулсан Михаил ят пар. Хӗр пулсан хӑвах шутла». Ашшӗ ывӑлне курайман. Михаил Платонович сивве те, выҫлӑха та чӑтнӑ.
1938 ҫулта вӑл Хӗрлӗ ҫара кайнӑ. Пуйӑс вакунне ҫынсемпе пӗрле лашасене тиенӗ те Инҫет Хӗвелтухӑҫне янӑ. Вӑл артиллери полкне лекнӗ, унтан разведка уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ.
1939 ҫулта вӑл Совет Союзӗпе Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940 ҫулта киле таврӑннӑ. Анчах 1941 ҫулта вӑл каллех фронта тухса кайнӑ. Вӑл «Катюша» водителӗ пулнӑ. Михаил Платонович Берлин таран ҫитнӗ. Рейхстаг ҫине вӑл хӑйӗн хушаматне ҫырнӑ — Солдатов. Ку «Эпӗ чӑваш каччи, Берлин таран ҫитнӗ» тенине пӗлтерет.
Михаил Платонович вӑрҫӑ пӗтсен тӳрех таврӑнайман — Германире ҫамрӑксене хӗҫ-пӑшала вӗрентнӗ.
Сӑнсем (15)
Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче ҫул тума пуҫланӑ. Ку урам ҫӗнӗскер. Нумаях пулмасть ҫӗкленнӗ микрорайон вырӑнти сӗт савучӗн территорийӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ.
Строительсем епле тӑрӑшнипе паллашма чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев вырӑна ҫитсе ҫаврӑннӑ. Вӑл ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацийӗнче тӑрӑшакансемпе ӗҫ калӑпӑшне, унӑн хӑвӑртлӑхне сӳтсе явнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул 514 метр тӑршшӗ пулӗ. Ӑна тума 10 миллион та 18 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫе эрне каялла пуҫланӑ. Ик-виҫ кунта асфальт сарса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.
Сӑнсем (12)
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗнчи «Хӑва» ача пахчи анлӑланма хатӗрленет. Унта тепӗр ушкӑн уҫма палӑртнӑ.
Ача пахчи шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Хальччен унта 1 ушкӑн ҫеҫ пулнӑ, унта 25 ача ҫӳренӗ. Ял тӑрӑхӗнче вара ача нумай, пурне те вырӑн ҫитмест. Пӗлтӗрхи кӑтартупа килӗшӳллӗн, пӗлтӗр кунти демографии лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнӑ.
Кӳстӳмӗрти ача пахчинче 71 шӑпӑрлан черетре тӑрать-мӗн. Халӗ ӑна шкул ҫуртӗнче анлӑлатаҫҫӗ. Ӑна тумашкӑн 2,5 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Ача пахчине «Алстрой» туллии мар яваплӑ общество ҫӗнетӗ. Вӗсем ӑна чӳкӗн 20-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Ҫапла майпа 25 ача валли вырӑн пулӗ.
25 ача вали кӑна мар, пӗр воспитатель валли те вырӑн пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |